«Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 18 ҫул ҫитрӗ.
Шӑп та лӑп авӑнӑн 7-мӗшне унӑн ҫуралнӑ кунӗ пек палӑртнӑ та ӗнтӗ. Паллах, ку портала, хальхи вӑхӑтра МИХ пек ӗҫлекенскере, пӗр кунра ӑсталаман. Малтан шухӑш ҫуралнӑ, кайран сайта хатӗрлеме пуҫланӑ, унтан ӑна вырнаҫтарма укҫа-тенкӗ шыранӑ… 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Портал шутне кӗрекен «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» ӗҫлесе кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫук ӗнтӗ, анчах ҫуралнӑ кун валли ҫав самантпа усӑ куратпӑр.
2005 ҫул тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхине сарассишӗн уйрӑм палӑртмалли вӑхӑт. Шӑп ҫавӑн чухне Чӑвашла Википеди аталанма пуҫларӗ. 2004 ҫул вӗҫӗнче унта темиҫе статья кӑна пулнӑ пулсан, 2005 ҫулта вӗсен шучӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсме тытӑнчӗ. Википедине тултарнӑ май тӗнче тетелӗнче чӑвашла информаци ҫукки лайӑх курӑнчӗ. Ку ҫитменлӗхе пӗтерме малтан юмахсен сайтне хута янӑччӗ (ара, халӑх пултарулӑхӗ-ҫке, вӑл текстсене вырнаҫтарма никамран та ирӗк ыйтмалла мар), анчах вӑл чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче аталантарма май пултарайманни курӑнчӗ.
Шупашкар районӗнчи Мӑнал шкулӗнче чӑваш чӗлхине хӑйне евӗр вӗрентеҫҫӗ. Тӑван чӗлхе учителӗ Анжела Московцева чӑваш фольклорне рэп-кӗвӗ стилӗпе вӗрентет. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче хыпарланӑ.
Урокра ачасем сӑвӑсене, юптарусене рэп евӗр калаҫҫӗ. Палӑртмалла: Анжелика Московцева кӑҫал «Тӑван чӗлхен тата тӑван литературӑн чи лайӑх учителӗ» професси конкурсӗнче мала тухнӑ.
Канаш районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм вӗтӗ шӑрҫаран чӑваш эрешӗсем ӑсталать.
Ылтӑн алӑллӑскер Чакаҫри культура ҫуртӗнче ӗҫлет. Альбина Трофимова эрешсем ҫеҫ мар, тухья-хушпу тавраш те ӑсталать. Хӑйӗн ӑсталӑхӗпе пултарулӑ хӗрарӑм ыттисене те паллаштарать. Ҫав тӗллевпе вӑл ӑсталӑх лаҫҫисем ирттерет.
Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли чи лайӑх меслет хатӗрленӗшӗн грант пама йышӑннӑ. «Ку вӑл — пирӗн ноу-хау», – тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхра педагогика ӗҫченӗсене пулӑшмалли 14 мера йышӑннӑ. Кашни сумми тӗрлӗрен: 50 пин тенкӗрен пуҫласа 250 пин тенкӗ таран. Виҫӗ вӗрентӳ организацине 500 пин тенкӗ пама палӑртнӑ.
«Уйрӑм педагогсене тата вӗрентӳ учрежденийӗсене хавхалантарма пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗ виҫине эпир пӗлтӗр ӳстертӗмӗр. Кунсӑр пуҫне тата чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрленӗ чи лайӑх меслетшӗн хавхалантарма йышӑнтӑмӑр», — тенӗ Олег Николаев ҫӗнӗ вӗпентӳ ҫулӗ умӗн педагогсемпе ирттернӗ тӗлпулура.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Виктор Петровӑн сценарийӗпе «Ах, качча каяс килет«» фильм ӳкернӗ. Ӑна «Ҫеҫпӗл» кинозалта хӑтланӑ.
Леонид Петров тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «фильм сценарине чӑн пурнӑҫа тӗпе хурса ҫырнӑ. Фильмра паянхи ял пурнӑҫне сӑнланӑ. Унта пулса иртекен кулӑшла пӑтӑрмахсем ҫамрӑксем тавра аталанса пыраҫҫӗ».
«Хӗрсем лайӑх пурнӑҫ шыраса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитеҫҫӗ, телейӗ юнашарах ҫӳренине вара кайран тек ӑнланаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ телесюжетра.
Фильма Чантӑрта ӳкернӗ. Массӑлла сценӑсене вырӑнти фольклор ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Ҫыннӑн мӗншӗн тӑван чӗлхене пӗлмелле? Ҫакӑн пирки калаҫрӗҫ паян «Россия 1» телеканалпа кӑтартнӑ видеоинтервьюра. Марина Карягина ертсе пыракан кӑларӑма Александр Блинов чӑваш хастарӗ хутшӑнчӗ.
Чӗлхе пӗлни ҫынпа хутшӑнма кирлӗ тесе палӑртрӗ телетӗпел хӑни. Кӑҫалхи «Хавал» чӑваш чӗлхи университетне Мурманск, Мускав хулисенчен, Осетирен те килсе ҫитнӗ. Асӑннӑ университета килнисен хушшинче — чӑвашла вӗренес текен вырӑсланнӑ чӑвашсем те, ытти халӑх ҫыннисем те пулнӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхи хутлӑхне кӗме пултарнӑ.
Александр Блинов темиҫе ют чӗлхене пӗлет. Тӑван чӗлхене вӑл хӑй ӳссе ҫитсен тарӑннӑн вӗреннӗ.
Тӗнче тӑрӑх ҫӳреме пуҫласан унран: «Чӑвашла пӗлетӗн-и?» — тесе ыйтсан «Кӑштах пӗлетӗп», — хурав ӑна тивӗҫтерме пӑрахнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш гимназире тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелесшӗн. Кун пирки асӑннӑ шкулта вӗренекен хӗрача республика Элтеперӗнчен ыйтнӑ.
«Белые камни» (чӑв. Шурӑ чул) физкультурӑпа сиплев центрӗнче «Страна героев» (чӑв. Паттӑрсен ҫӗршывӗ) ҫарпа истори лагерӗн пӗрремӗш сменинче канакансемпе «Пӗр тан диалог» калаҫу ирттернӗ. Унта вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ самантсене, патриотизм темине, волонтёр юхӑмне аталантарссине, регионти туризм тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелессине республикаертӳҫи Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.
Чӑваш Енри 11 педагог Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫӗршывӗпе илсен ун пеккисен пӗтӗмӗшле йышӗ — 1250 ҫын.
Республикӑн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗ-вӗрентекенсене 200-шер пин тенкӗ преми парӗҫ. Сумлӑ йышра чӑваш чӗлхи учителӗсем те пур. Вӗсем — Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ираида Матьянова тата Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулти Александр Степанов.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Микки мыскарисем» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Ларионов ҫыравҫӑ-журналист.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кӗнекен алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2022 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли шӑрҫаланӑ 11 калав кӗнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ — Юлия Лутошкина.
Чӑваш чӗлхин «Хавал» ҫуллахи университечӗ (хастарсем ҫапла ят панӑ. Ытти ҫул уйлӑх текенччӗ) хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ. Кӑҫал вӑл 13-мӗш хут иртрӗ.
Чӑваш хастарӗсем хальхинче Етӗрне районӗнчи «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче пухӑннӑ. Университет утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫленӗ.
«Хавал лагерь вӗҫленчӗ. Пиллӗк кун хушши тем те тунӑ, тем те пӗлнӗ. Ыран ирхине киле таврӑнатӑп. Паллах, тепӗр ҫулта та Хавала пыратӑп. Хавалтан лайӑхрах нимӗн ҫук!» — хыпарланӑ халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Игорь Алексеев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |